Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Явӑш (Шупашкар районӗ)

Явӑш (выр. Яуши) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районне кӗрекен ял. Атайкасси ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.

Географи

Шупашкар юханшывӗн пуҫламӑшӗнче, М-7 автомагистраль ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 12 км, район центрне (Кӳкеҫ) ҫитме — 15 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 6 км.

Урамсен ячӗсем: Хӗвелтухӑҫ, Пӗве, Ленин, Ҫамрӑксен, Мускав, Ҫӗнӗ, Ҫӗнӗ Явӑш, Сад, Совхоз, Хӗвеллӗ, Кӑнтӑр, Явӑш. Ҫырма-ҫатрасем: Трофим лапи, Кив ҫӗрт.

Истори

Историри ячӗсем — Яушева, Якушева. Чӑвашсен Явӑш ятӗнчен пулса кайнӑ. Яла 1893—1898 ҫулсенче никӗсленӗ. Хыркассинчи чиркӳ прихутне кӗнӗ.

Кунта пурӑнакансем 1724 ҫулччен — ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, бурлак ӗҫӗ, сад ӗрчетесси, чӑпта ҫапасси, вӑрман касса хатӗрлесси, Ҫӗктерти йывӑҫ касакан савута пӗрене турттарасси, вутӑ хатӗрлесси.

1886 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ, 1906 ҫулта — хутла вӗрентекен шкул. 1930 ҫулта Пӗчӗк Катраҫ ялӗпе (1963 ҫултанпа Явӑш йышӗнче) пӗрле «Красный Яуш» колхоз йӗркеленнӗ. 1950 ҫулта ял «Мичуринец» колхоза, 1960 ҫулта — «За мир» колхоза (Атайкасси), 1965 ҫулта — Шупашкарти улма-ҫырла совхозне кӗнӗ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XVIII ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулччен Шупашкар уесӗнчи Сӑкӑт вулӑсне тата Чикме уесӗнчи Мӑнал вулӑсне, 1920—1927 ҫулсенче — Шупашкар уесӗнчи Мӑнал тата Шупашкар вулӑсӗсене, 1927—1935 ҫулсенче тата 1959 ҫултанпа — Шупашкар районӗн йышӗнче, 1935—1959 ҫулсенче — Ишлей районӗн йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

  • 1719 ҫул — 83 арҫын.
  • 1747 ҫул — 43 арҫын.
  • 1795 ҫул — 14 кил, 47 арҫын, 52 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 70 арҫын, 79 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 118 арҫын, 99 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 70 кил, 169 арҫын, 191 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 175 арҫын, 188 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 332 арҫын, 422 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 203 кил, 670 ҫын (318 арҫын, 352 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 236 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 843 ҫын (394 арҫын, 449 хӗрарӑм).

Наци йышӗ — чӑвашсем, вырӑссем тата ыттисем.

Инфраструктура

Ялта шкул, клуб, фельдшер пункчӗ, спорт лапамӗ, икӗ магазин, кафе пур. Асфальтлӑ ҫул сарнӑ.

Экономика

2010 ҫулта «Сад» ЯХПК ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-03 23:05:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем